4
user
(03.05.2008 03:52)
0
Терминатор, эскиз кăна ку. Шăхачăн герб çук. Герба нумай эскизсенчен пĕрне çеç халăх пухăвĕнче суйласа илеççĕ. Герб çинче ял халăхĕн тĕп тымарĕ пулмалла. Ял мĕнпе пурăнни, иртни ,паянхи, тата пуласлăхĕ. Герб пурри ытти ялсенчен Шăхача тепĕр шая хăпартĕ, хамар яла, хамăра хисепленине пĕлтерĕ. Сайтра Шăхaчсем нумайланма пуçларĕç, çав савăнтарать... Терминатор, хăруш йывăç пирки сăмах,.. Kатана кайнă чухне чÿк йывăççи пурччĕ, çулран сулахай енче. Ĕлĕк пирĕн енче чиркӳсем пулман, вырăсла пĕлмен, пурте Пихампара пуç çапнă. Çав йывăç çинче питшăллисем çакăнса тăнă, çĕр çинче тимĕр укçасем тупма пулнă. Ял халăхĕ телей, сывлăх ыйтса, тата нушапа, çав йывăç патне килнĕ.Тен тата та урăх вырăнсем пулнă пуль, ваттисенчен ыйтăр. Кĕскен каласан, ял пуçланса кайнăранпа , Шăхач халăхĕн, (пĕтĕм чăвашсен пекех) юман, хăш чухне йăмра, чук тумалли, тата таса тĕн вырăнĕ пулнă. Ман шутпа чăваш ялĕн гербĕ çинче авалхи тĕн символики пулмаллах.
|